Интернет-конкурс призерĕ.

Юлашки вăхăтра шкул ачисемпе çамрăксем тата вĕрентекенсем вали тĕрлĕрен интернет-конкурссем иртеççĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – Чăваш халăх сайчĕ тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ. Нумай пулмасть «Урхамахсем тăраç тапăртатса…» ятлă конкурс иртрĕ. Урхас Кушкă шкулĕнчи вĕренекенсем унта хаваспах хутшăнчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем çутçанталăкра, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăклă енсене хăйсен куçĕпе курса хаклама пултарчĕç. Пурнăçра яланах ырăлăх хуçаланманни те вĕсене усала çĕнтермелли çул-йĕре шырама хистерĕ.
            Ачасем малтан хăйсен ĕçĕсемпе шкулта паллаштарчĕç, чи лайăххисене вара интернет-конкурса ярса пачĕç. Чи маттурри ку конкурсра пирĕн шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Д.Терентьева пулчĕ. Конкурса хутшăннă 140 хайлав авторĕсенчен вăл 6-7-мĕш классем хушшинче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн «Çывăх тусăм» сăввине жюри членĕсем пысăк хак пачĕç.
                                                         «Ыр ĕмĕтлĕ лашампа
                                                          Вĕçтеретĕп малалла.
                                                         Анлă пурнăç çулĕпе
                                                         Ырă ĕссем тумалла», - çаплпрпх пĕтĕмлетÿ тунă вăл унта.
            Раштавăн 18-мĕшĕнче вĕрентÿ институтĕнче çĕнтерÿçĕсене чысланă, асăнмалăх парнесемпе Хисеп хучĕсем панă.
 
 
Хайлав кĕнекине кĕнĕ.
            Чăннипех асамлă çул пулчĕ иртнĕ çулталăк 10-мĕш класра вĕренекен Ольга Васильвăшăн. Вăл «Асамлăх çулĕ» кĕнекене презентациленĕ ятпа ирттернĕ пысăк уява хутшăнма тивĕçрĕ. Ку кĕнекере унăн хайлавĕ те пур-çке! Вăл – «Тавăрпи» фантастикăллă хайлав, интернет-конкурсра 2-мĕш вырăна тухнăччĕ. Ăна вĕренекенсен чи лайăх хайлавĕсен шутне кĕртнĕ, вулакансем патне çитерме май тупнă. Пысăк ĕсе туса пыраканĕ – Николай Плотников хастар чăваш. Вăл мĕнпур чăваш ачисемшĕн çав тери ырă ĕç тăвать, савăнăç кÿрет. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хайлава кĕнекере пичетлесе кăларма пултарни вара ачасемшĕн пысăк телей.
 
Г.Петрова, вĕрентекен, Урхас Кушкă шкулĕ.